Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӗтри Чӑваш тӑхӑмӗ

Юлашки тапхӑрта Мӗтри Чӑваш ҫинчен пичетре темиҫе хутчен те ҫырчӗҫ. Асӑннӑ ҫын паллӑ вырӑс поэчӗн мӑн аслашшӗсенчен пӗри шутланать. Унӑн кун-ҫулӗ акӑ мӗнлерех.
Гаврила Державин аса илнӗ тӑрӑх, вӗсен чи малтанхи паллӑ мӑн аслашшӗне «Багрим» тесе чӗннӗ. Документсенче ӑна «Вагрим» е «Вакрим» тенисем те пур. Василий Темный вӑхӑтӗнче ҫак «тутар мӑрси» хӑйӗн кил-йышӗпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле Вырӑс патшалӑхне куҫнӑ. Малтан вӑл мӑсӑльман тӗнне йышӑнса Ибрагим ята илнӗ пулас /Багрим тени питӗ ҫавна ҫывӑх илтӗнет/. Мускавра мӑрса христиан йӑлипе пурӑнма тытӑннӑ. Вӑл кунта Иван ятпа ҫӳренӗ пек тухать. Унӑн ывӑлӗ Мӗтри /Дмитрий/ 1492 ҫулта ҫуралнӑ. 1552 ҫулта вӑл, утмӑл иккӗри ҫын, Хаяр Ивана Хусана илме пулӑшнӑ. Ҫапӑҫура Мӗтри паттӑрлӑх кӑтартнӑ: куҫӗ амансан та, хӑрах алли татӑлсан та ҫапӑҫуран тухман. Ун хыҫҫӑн вӑл Хаяр Иванпа пӗрле Мускава таврӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен 1799 ҫулта тухнӑ «Общий гербовник дворянских родов» кӗнекере сӑвӑлла та ҫырса кӑтартнӑ:

Егда же благочестивый российский царь
Иван Васильевич, всеа России
Принят град Казань,
сотворяется варваром оным властодержец,
В царствующий град Москву
с победою возвращается,
Оный же храбрый муж
Дмитрий Иванович Чюваш во свояси провождается.
В Новгородские пределы вотчину
свою с родными отьезжает,
И по толицех ранах тяжких
бог вышний его уздравляет.
И от оного смертного одра и от ран
содетель возставляет,
И пятьдесят лет жизни ему
вышний творец к летом ево прибавляет,
И чадородием его на старость обдаряет.
Яко Аврааму сына в старость возставляет,
К трем перворожденным четвертого
по летех мнозех сына раждает,
Иваном его любезне называет.

Ҫак сӑввӑн пӗр пайӗнче Мӗтри «Чӑӑваш» ятпа ҫӳренине ҫапла пқлтернӗ:
Тои войн Иван Дмитриевич Нарбеков,
Чюваш рекомый.

Дмитрий Ивановича мӗншӗн «Чӑваш» хушамат пани хальлӗхе паллӑ мар. Вӑл хамӑр халӑх ҫынни пулма тивӗҫлӗ пек курӑнать, Ибрагим ята Багрим /Вагрим е Вакрим/ тесе калани те чӑваш чӗлхин кӗввине ҫывӑх. Г.Державин хӑй чӑвашсем ҫинчен ятарласа асӑнни тӗл пулмарӗ-ха. Вырӑс поэчӗн еткерне хӑй вӑхӑтӗнче тӑхӑр томпа пичетлесе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑн архивӗ те чухӑн мар-тӑр. Тимлӗрех шырасан унта пире интереслентерекен хыпар татах тупӑнмалла.
Мӗтри Чӑваш Хусана илнӗ хыҫҫӑн тепӗр вун тӑхӑр ҫул пурӑннӑ имӗш. Унӑн тӑватӑ ывӑл пулнӑ. Вӗсене Нарбеков хушаматпа чӗннӗ. Кайран ҫав йышран Державинсен тата ыттисен ӑрӑвӗсем хунаса кайнӑ. «Нарбек» хушамат «Нар-пик» тенине пӗлтерет. «Нар» сӑмах - хӗвеле, вута е граната, «пик» - «кнеҫ» тенине. «Тутар мӑрси» шутне тӗрлӗ халӑх ҫынни кӗме пултарнӑ. Багрим мӑрса вырӑссем енне мӗн сӑлтавпа куҫса кайни ҫинчен хыпар ҫук-ха. Ахӑртнех, вӑл Хусан ханлӑхне ертсе пыракансемпе хирӗҫсе кайнӑ. «Общий гербовник дворянских родов» кӗнекери герб ӳкерчӗкӗсем тӑрӑх вӑл хан пуканне ҫывӑх ҫын пулни сисӗнет. Ҫакӑн ҫинчен вырӑс тӗпчевҫи М.Е.Бычкова «Гербоведь» журналта ятарласа асӑрхаттарать /1993, 2 №/.
Вырӑссен ҫул ҫыравӗнче /летопиҫӗнче/ Хусантан Мускава тарса кайнӑ Муралее асӑннӑ. Вӑл Мускавра «чылай вӑхӑт хушши юлнӑ» имӗш /«долго оставался в Москве»/. Ҫак ҫын та вырӑссемпе пӗрле Хусана илме хутшӑннӑ. Пирӗн шутӑмӑрпа, вӑл шӑпах Мӗтри Чӑваш пулма тивӗҫлӗ. Эппин, «Нарбек» хушамат Хусан ханлӑхӗнче тутарла каланӑскерех пулса тухать. «Муралей» сӑмахри малтанхи сыпӑк «нар» тенинчен улшӑнса йӗркеленнӗ /«алей» вара «ывӑлӗ» сӑмахпа пӗр килмелле/.
1552 ҫулта Хусан хӳмин ишсе-ҫӗмӗрсе пӗтермен пӗр башнине «Муралей башни» теҫҫӗ. Ӑна хайхи Муралей сӗннипех тар пичкисемпе сирпӗтсе яман ахӑр. Ку башньӑна Муралей хӑех Мускава куҫса кайиччен тутарнӑ имӗш.
Мӗтри Чӑваша Ҫӗнхула /Новгород/ тӑрӑхӗнче ҫӗр панӑ. Хӑйӗн ватлӑхне вӑл унтах ирттернӗ-тӗр. Асӑннӑ енте «Чувашская горка» текен вырӑн та пур-мӗн. Акӑ тата мӗн интереслӗ: Г.Державинӑн Званка ятлӑ дачи Волхов шывӗ хӗрринче пулнӑ. Поэт хӑйӗн мӑн аслашшӗсен ҫӗрӗ ҫинчех дача туман-ши?
Шухӑшлатӑн та, тахҫанхи ҫынсен шӑпи пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗн туйӑнать, пысӑк роман ҫырмалӑх сюжет йӗркеленет. Анчах пирӗншӗн татса паман ыйту чылай-ха. Нарбековсен ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти паллӑ ҫын кун-ҫулӗ мӗнле-ши? Г.Державин Михаил Хераскова «Россиада» поэмӑна ҫырма Мӗтри Чӑваш ҫинчен калакан хыпарсене пӗлтермен-ши? Поэмӑна 1779 ҫулта пичетленӗ. Г.Державин ҫав ҫулхине М.Херасковӑн Мускав ҫывӑхӗнчи дачинче пулса курни сисӗнет: «Ҫӑл куҫ» /Ключ/ сӑвӑра вӑл шӑпах ҫав кӗтесри тавралӑха сӑнлать, унтах поэмӑпа унӑн авторне асӑнать. «Россиадӑра» Хусана илни ҫинчен сӑмах пырать. Ҫакӑ тата ытти ыйтӑва ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем татса парасса шанатпӑр.
Вун ҫиччӗри Г.Державин 1760 ҫулта Хусанти гимназири ытти студентпа пӗрле Шупашкар урамӗсене виҫнӗ, хула картине ӳкернӗ, юхан шыв тасалӑхне тӗрӗсленӗ. Тепӗр ҫулхине вӑл хӑйӗн ытти юлташӗпе пӗрле ишӗлнӗ Пӑлхар хулинче археологи материалӗсем пухнӑ, упраннӑ ҫурт-йӗре ӳкерсе илнӗ. Кунта вӑл ик-виҫӗ уйӑхран кая мар тӑрмашнӑ. Ҫичӗ ҫултанпах сӑвӑ таврашӗ ҫырма тытӑннӑ йӗкӗт асӑннӑ хуласем ҫинчен мӗн те пулин ҫырмасӑр тӳсейменех. Шел, ун чухнехи хайлавӗсем упранса юлман. 1770 ҫулта хӑй Питӗре ҫитме васканӑ май унӑн ҫирӗм ҫул хушшинче ҫырнӑ, куҫарнӑ хайлавӗсене ҫунтарса яма тивнӗ /мур чирӗ сарӑлнине пула карантин пулнӑ/.
Гаврила Державин Хусан ҫывӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, асӑннӑ хулари гимназире пӗлӳ пухнӑ. Вӑл Шупашкарпа Пӑлхар хулисенче тӑрмашни ҫинчен пӗлетпӗр ӗнтӗ. 1774 ҫулта Емельян Пугачёв пӑлхавҫисене йӗрлесе-шыраса патша салтакӗ Самар, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенче ҫӳренӗ, Хусана та ҫитнӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ӑна ку таврари халӑхсен пурнӑҫӗпе тата культурипе паллашма самаях пулӑшнӑ. Ахальтен мар унӑн вырӑсла хайлавсен чӗлхи питӗ хӑйне евӗр пулнине палӑртаҫҫӗ. Кунта аслашшӗсен юнӗн витӗмӗ те пур-тӑр.
Ҫакӑн пек шухӑш та пырса кӗрет: малтан илсе кӑтартнӑ сӑвва Г.Державин хӑех ҫырман-ши? 1757 ҫулта амӑшӗпе ачисен хӑйсем дворян таврашӗнчен пулнине шыраса ҫӳреме тивнӗ. Ашшӗсӗр юлнӑ Гаврила ҫавӑн чухне документсем ҫумне Мӗтри Чӑваш ҫинчен ҫырнӑ сӑвва хушса пама пултарнӑ. 1799 ҫулхи кӗнекере ҫав ӗмӗрте ҫырнӑ сӑвӑсем урӑх ҫук теҫҫӗ. Ҫитменнине хӑйсен гербне ӳкерес е ҫӗнетес ӗҫе Г.Державин хӑй те хутшӑнман-ши? Сенатор таран ҫӗкленнӗ улпутӑн ҫак кӗнеке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнма йывӑр пулман. Кирлӗ документсене тӗрӗслемесӗр ун ҫинчен татӑклӑн калама ҫук.
Паллӑ сӑвӑҫ аякра чухне тӑван кӗтесшӗн час-часах тунсӑхланӑ. Мускавран, Питӗртен тата ытти ҫӗртен вӑл Хусана килмесӗр тӑман. Ҫуралнӑ ен ҫинчен вӑл сахал мар сӑвӑ ҫырнӑ. Аҫлашшӗсен ҫӗрне аса илни унра арфа кӗввине вӑратнӑ. «Отечества и дым нам сладок и приятен» тенине А.Пушкин та кӑмӑлланӑ. Ку сӑвӑ йӗрки ҫунатлӑ сӑмах пулса сарӑлнӑ ӗнтӗ. Поэт аслашшӗсен вил тӑпри умӗнче хӑйне ялан яваплӑ туйнӑ.
Мӗтри Чӑваш тӑхӑмӗн улӑпла сӑнарӗ халӗ пире тӑта ҫывӑхрах пулса тӑчӗ. Унӑн аслашшӗсен шӑпи чӑвашсем вырӑссемпе епле тачӑ ҫыхӑннине, пӗр халӑх культури ыттисен еткерне епле пуянлатнине тепӗр хут уҫҫӑн кӑтартса парать. Тупса палӑртман ун пек тӗслӗх мӗн чухлӗ-ши пирӗн? Ҫамрӑксем, хамӑр аваллӑха тӗпчеме хастарлӑрах хутшӑнӑр!


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-07-27 21:27:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6028 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем